Фарида Файзуллина Хăна юрри. Музыка Фариды на стихи Василия Шихранова

Исполнитель: Фарида Файзуллина Длительность: 03:11 Размер: 7.32 МБ Качество: 320 kbit/sec Формат: mp3
Ну как песня, понравилась? Поделись с друзьями!

Текст песни "Фарида Файзуллина — Хăна юрри. Музыка Фариды на стихи Василия Шихранова"

Текст песни "Хăна юрри" ( "Гостевая" ).
=========================
Музыка: Фарида Файзуллина.
Слова: Василий Шихранов.
=========================
1). Вăхăт иртнине туймарăм —
Сар хĕвел анать.
Ăсатса ярсам, тăванăм,
Ман каяс пулать.

Хушса юрламалли: ( 2 хут – 2 раза )
-—
Ăсатса ярса аллуна парсам,
Укăлча умне çитерсе ярсам.
-—
-—

2). Санпала пĕрле пулнишĕн
Чунăм савăнать.
Уйрăлма вăхăт çитнишĕн
Куçăм шывланать.

Хушса юрламалли: ( 2 хут – 2 раза )

Çул курки ярса хапхуна уçсам.
Ырă çул сунса ăсатса ярсам.



3). Ырлăхпа телей сунатăп
Тăванăм сана.
Уйрăлас пулать - каятăп,
Ăсатсам мана.

Хушса юрламалли: ( 2 хут – 2 раза )

Ăсатса ярса аллуна парсам,
Вăхăтна тупса хăнана пырсам.



Ăсатса ярса аллуна парсам,
Укăлча умне çитерсе ярсам.

Çул курки ярса хапхуна уçсам,
Ырă çул сунса ăсатса ярсам.

Ăсатса ярса аллуна парсам,
Вăхăтна тупса хăнана пырсам.

Вăхăтна тупса хăнана пырсам.

Еще песни Фарида Файзуллина

0:00 0:00

Заголовок проигрывателя Подзаголовок проигрывателя

(режим воспроизведения)