Чувашская
Пилеш кайаксем
Исполнитель: Чувашская
Длительность: 03:40
Размер: 3.37 МБ
Качество: 128 kbit/sec
Формат: mp3
Ну как песня, понравилась? Поделись с друзьями!
Текст песни "Чувашская — Пилеш кайаксем"
Пахчара çуркунне, каçхине, каçăхса
Пилеш çинче юр юрлаççĕ пилеш кайăксем
Шăплăха сас çурса, таврана янратса
Мана валли тен юрлаççĕ илемлĕ юрăсем
Хушса юрламалли:
Пилеш çинче пилеш кайăксем
Ман чуна сиссе юрлаççĕ-ши вĕсем
Аякран çула тухнă пуль ачамсем
Кил енне амăш патне тĕпренчĕксем
Виççĕшĕ, виç енне, виççĕш пек, виç енчен
Мĕнле аннен чун-чĕрисем кĕтмĕ ачисене
Вăртăн юхаççĕ куççÿлпех пит çинчен
Çапла кĕтет кашни килте кашни анне
Хушса юрламалли:
Пилеш çинче пилеш кайăксем
Ман чуна сиссе юрлаççĕ-ши вĕсем
Аякран çула тухнă пуль ачамсем
Кил енне амăш патне тĕпренчĕксем
Пахчара çуркунне каçхине каçăхса
Ытла тăсса ан юрлăр-ха пилеш кайăксем
Шăплăха сас çурса, таврана янратса
Чуна уçса ман кăмăлта илемлĕ юрăсем
Хушса юрламалли:
Пилеш çинче пилеш кайăксем
Ман чуна сиссе юрлаççĕ-ши вĕсем
Аякран çула тухнă пуль ачамсем
Кил енне амăш патне тĕпренчĕксем
Аякран çула тухнă пуль ачамсем
Кил енне амăш патне тĕпренчĕксем
Аякран çула тухнă пуль ачамсем
Кил енне амăш патне тĕпренчĕксем