Чăваш халăх юрри
Тăхăнсам тăван
Ну как песня, понравилась? Поделись с друзьями!
Текст песни "Чăваш халăх юрри — Тăхăнсам тăван"
♫Тăхăнсам, тăван, хура сăхманна
Тăхăнсам, тăван, хура сăхманна.
Хура сăхман пермичийĕ килĕшмест и мĕн?
Килĕшместь пулсан каламаллаччĕ,
Çěленĕшĕн ĕç укçине памалла марччĕ.
Тăхăнсам тăван сарă кĕпÿна.
Сарă кĕпе тÿммийěсем килĕшместь и мĕн?
Килĕшместь пулсан каламаллаччĕ,
Сар кĕпине хура тÿмме лартмалла марччĕ.
Çыхсам тăван шурă тутăрна.
Шурăтутăр тĕррийĕсемкилĕшместь и мĕн?
Килĕшместь пулсан каламаллаччĕ,
Шур тутăра кăвак тĕрĕ çапмалла марччĕ.
Юрласам, тăван, хăвăн юрруна.
Эп юрланăюрă-кěвĕкилĕшместь и мĕн?
Килĕшместь пулсан каламаллаччĕ,
Хăна янă йыхрав чухне чĕнмелле марччĕ.