Чӑваш халӑх юрри
Ан ӗҫтерӗр эрехне
Ну как песня, понравилась? Поделись с друзьями!
Текст песни "Чӑваш халӑх юрри — Ан ӗҫтерӗр эрехне"
Ан ӗҫтерӗр эрехне,
Пуҫ ыратать ирхине!
Кас суханне касмӑттӑм
Касас килни пӗтерет
Эп тек вӑййа тухмасан та
Тухас килни пӗтерет
Хура вӑрман тункати
Ҫӗнӗ хунав айӗнче
Ҫурӑму тасӑлмаҫ-и те
Ура тупань айӗнче
Алӑ ҫупӑр хытӑрах
Савнӑҫ сасси инҫех мар
Юрлӑр туссем хытӑрах та
Юр пӗтесси инҫех мар