Чăваш халăх юрри
Чăваш ташши (чувашская народная)
Исполнитель: Чăваш халăх юрри
Длительность: 10:20
Размер: 9.47 МБ
Качество: 128 kbit/sec
Формат: mp3
Ну как песня, понравилась? Поделись с друзьями!
Текст песни "Чăваш халăх юрри — Чăваш ташши (чувашская народная)"
Сарри саккăр ташларĕ
Хури тăххăр ташларĕ
Эп ни сарă, ни хура
Пĕр ташласа парам-ха
Хĕрлĕ улма çиме лайăх
Шурри шуратма лайăх
Ют ял хĕрĕ курма лайăх
Ялти калаçма лайăх
Çÿлте çăлтăр нумаййипе
Тÿпе авăнса тăрать
Савнă тусăм лайăххипе
Чунăм савăнса тăрать
Вăрман тăрри тикĕс мар
Тикĕс пулма тинĕс мар
Пур çынна та юрамашкăн
Эпĕ çÿлти Турă мар
Анне мана ма вăрçан?
Хăв хĕр пулса ÿсмен-и?
Атте каччă пулман-ши те,
Иксĕр улах пулман-ши?
Сикĕр-сикĕр шывалла
Шыв сирпĕнсе тăмалла
Ташлăр халĕ ташшине те
Çын тĕлĕнсе тăмалла
Ах, тесе ма калас
Чĕрене ма çунтарас
Хам савнине çынна парса
Çынна ма савăнтарас?
Мана савни юратать
Юратать те чуп тăвать
Мана киле ăстасассăн
Теприн патне чуптарать
Ăçта каян кăвакал
Симĕс курăк çимесĕр
Ăçта каян чун савниçĕм
Мана сăмах чĕнмесĕр
Ма пăхатăр мачча çине
Мачча хура тетĕр-и?
Ма пăхатăр пирĕн çине?
Пултараймаç тетĕр-и?
Ташши ку, ташши ку
Салакайăк ташши ку
Салакайăк ташши мар та
Чăваш Енĕн ташши ку
Оппа оппа
Оппа каламалла
Никама та нимте туман
Çавăнпа савăнмалла
АК çапла ташлаç ăна
Ак çапла юрлаç ăна
Пирĕн тăван уявĕнче
Ак çапла савăнаç ăна
Саккăрăн, саккăрăн
Саккăрĕш те хамăрăн
Юрласан та, ташласан та
Купăсçийĕ хамăрăн
Ах, чух кăрчами
Пуçа кайрĕ пулмалла
Вун çич çулхи çамрăк ĕмĕр
Иртсе кайрĕ пулмалла
Эх, чух кăрчамине
Пуçа кайма парас мар
Вун çич çулхи çамрăк ĕмĕре
Иртсе кайма парас мар
Тăххăрăн, тăххăрăн
Тăххăрĕш те хамăрăн
Ери-тавра пăхсассăн та
Тăванĕсем хамăрăн.
Ши, ши, ши вара
Çумăр çăвать-ши вара?
Эпир кунта ташланишĕн
Намăс пулать-ши вара?
Купăста, купăста
Эпир ташша пит ăста
Юрламасан, ташламасан
Пире кунта намăс та
Аттене те пăхман эп
Аннене те пăхман эп
Шупашкарти арчиссен
Асламăшне пăхнă эп
Ташласшăн та марччĕ эп
Юрласшăн та марччĕ эп
Çынсем ташланине кăна
Пăхса тăрасшăнччĕ эп
Ура тăсса лармасан
Çут калушне кам курать?
Юрламасан, ташламасан
Пире кунта кам паллать?
Эх, чух, астуман
Астумасăр каларăм
Астунă та пулнă пулсан
Каламан та пулăттăм
Пуçри тутăр паттис мар
Паттисран та кая мар
Эпир кунта арчис мар,
Арчисран та кая мар
Ула ĕне пăрушĕ
Ула пулать-и вара?
Ташланăшăн, юрланăшăн
Намăс пулать-и вара?
Мана савни тиркерĕ
Пĕчĕккĕ начар терĕ
Хапха юпи пек сарпике
Шырама тухса кайрĕ
Мана савни тиркерĕ
Тирĕк мунчали терĕ
Халĕ тупрĕ хăй валли
Чăн-чăн урай мунчали
Шыратăр-ха, туптăр-ха
Ватăличчен чуптăр-ха
Ман пек чипер сарпике
Шыраса тупайĕ-и-ха?
Сакки шура пулсассăн
Урай хури нимте мар
Хамăр чипер пулсассăн
Çын сăмахĕ нимте мар