Чăваш халăх юрри Ăраскал (Çавал фольклор ушкăнĕ)

Исполнитель: Чăваш халăх юрри Длительность: 06:16 Размер: 7.16 МБ Качество: 192 kbit/sec Формат: mp3
Ну как песня, понравилась? Поделись с друзьями!

Текст песни "Чăваш халăх юрри — Ăраскал (Çавал фольклор ушкăнĕ)"

Тӳпе те ҫӗр, хӗвел те уйӑх,
Сӑвап та пил, халал та кӗлӗ...

Ҫут тӗнче, ҫич тинӗс, ҫитмӗл ҫич чӗлхе, пин-пин чӗре...
Илтсемччӗ, Турӑҫӑм, парсамччӗ ӑс та вӑй-хӑват.

Вӑрманлӑ тарӑн ҫырманӑн тӗпӗнче
Ӑраскалӑм выртать-и ҫухалса
Вӑрманӗ те тӗм чӑтлӑхӗ хура
Мӗнле тупам-ши хам Ӑраскала...

Турӑ пӳрнӗ телейӗмӗ ӑҫта-ши?
Шырамалла-ши сӗм хура вӑрманта?
Турри пӳрмен хӑрушӑ килсен шӑпамра
Ӑҫта тарам-ши ҫакӑ пурнӑҫра?

Пӑтранчăк шывлӑ хум-хумлӑ тинӗсре
Ӑраскалӑм ишет-и сивӗнсе?
Ӑш шывӗ тарӑн хумӗсем тӑрӑ
Мӗнле тытам-ши хам ӑраскала?

Турӑ пӳрнӗ телейӗмӗ ӑҫта-ши?
Шырамалла-ши аякри тинӗсре?
Турри пӳрмен хӑрушӑ килсен шӑпамра
Ӑҫта тарам-ши ҫакӑ пурнӑҫра?

Телейӗм терӗм, тинех халь тупрӑм терӗм
Пӗлеймерӗ ку хурлӑх пулнине
Кайран тин пӗлтӗм пурнӑҫӑм ялан
Ҫӳрен тӗр юнашар хурлӑхпалан..

Турӑ пӳрнӗ телейӗмӗ ӑҫта-ши
Шырамалла-ши пурӑнан пурнӑҫра
Турри пӳрмен хӑрушӑ килсен шӑпамра
Ӑҫта тарам-ши ҫакӑ пурнӑҫра
Турри пӳрмен хӑрушӑ килсен шӑпамра
Ӑҫта тарам-ши ҫакӑ пурнӑҫра

Еще песни Чăваш халăх юрри

0:00 0:00

Заголовок проигрывателя Подзаголовок проигрывателя

(режим воспроизведения)