Раиса Андреева Ӑҫта каян, чӗкеҫ?

Исполнитель: Раиса Андреева Длительность: 03:21 Размер: 4.60 МБ Качество: 192 kbit/sec Формат: mp3
Ну как песня, понравилась? Поделись с друзьями!

Текст песни "Раиса Андреева — Ӑҫта каян, чӗкеҫ?"

Ăçта каян чĕкеç çумăр витĕр,
Ăçта каян чĕкеç çумăр витĕр?
Ик çунатту тăрăх шыв юхтарса?

Ăçта каян савни каçа хирĕç,
Ăçта каян савни каçа хирĕç?
Ик куҫунтан куççуль ай юхтарса?

Сарӑ кайӑк чĕппи эп пулам-и,
Сарӑ кайӑк чĕппи эп пулам-и?
Турат ҫине ларса эп юрлам-и?

Савни санӑн тусу эп пулам-и,
Савни санӑн тусу эп пулам-и?
Санпа çумӑн ларса эп юрлам-и?

Каяп ĕнтĕ чĕкеç çумăр витĕр,
Каяп ĕнтĕ чĕкеç çумăр витĕр
Ик çунатту тăрăх шыв юхтарса.

Каяп ĕнтĕ савни каçа хирĕç,
Каяп ĕнтĕ савни каçа хирĕç,
Ик куҫунтан куççуль ай юхтарса.

Сарӑ кайӑк чĕппи пулаймарӑм
Сарӑ кайӑк чĕппи пулаймарӑм
Турат ҫине ларса юрлаймарӑм.

Савни, санӑн тусу пулаймарӑм
Савни, санӑн тусу пулаймарӑм
Санпа çумӑн ларса юрлаймарӑм.

Еще песни Раиса Андреева

0:00 0:00

Заголовок проигрывателя Подзаголовок проигрывателя

(режим воспроизведения)